Ял халăхĕ ытлă-çитлĕ çеç мар, пĕр-пĕринпе килĕштерсе те ăнланса, малашлăхпа пурăнасси вырăнти хăй тытăмлăх мĕнле ĕçлесе пынинчен нумай килет. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура ун пирки “Тухăçлă вырăнти хăй тытăмлăх – малалла ăнăçлă аталанмалли никĕс” тесе хак панă…