Сар çу пек шăранакан илемлĕ çу кунĕсем тăчĕç кăçал. Пирĕн енче çумăр пачах та çумарĕ тесен те тĕрĕсех пулас. Кун каç енне сулăннă. Çурт умĕнчи хăйăр купи çинче виçĕ ача выляса лараççĕ. Таньăпа Алешăн пичĕсем хуралнă. Павлик вара – чип-чипер. Халиччен кунашкал курманччĕ-ха ăна. Сăлтавĕ те пур. Амăшĕн çуралнă кунĕ-çке. Хĕвел ансан куккăшсем, пиччĕшсем, ытти хăнасем килмелле. Çавăнпа та пит-куçа та, кĕпе-тумтире те варалама хушман. Тин çеç картишĕнчи хĕвел ăшшинчи пысăк савăтра пуçĕ-кучĕ таранах çуса кăларнă ăна.
Урамри тусана çĕклесе хăватлă шав кăлармасăрах пĕр çăмăл автомашина çитсе чарăнчĕ. Сылтăм енчи алăкран спорт тумĕ тăхăннă çамрăк хĕрарăм тухрĕ. Хуллен çеç утса ачасем патне пычĕ. Павлика чĕнчĕ. Анчах лешсем ютшăнчĕç. Халиччен курман çынпа калаçасшăн та пулмарĕç.
– Павлик, эпĕ санăн тăван аппу. Килсем ман пата. Пĕрре çеç юратам, – терĕ. Хăйĕн сасси улшăнчĕ. Ал-ури чĕтрерĕ. Çан-çурăмĕ тăрăх сивĕ чупса иртрĕ. Аллинчи кучченеçĕ хăйăр çине ÿкрĕ.
Каснă лартнă шăллĕ. Ытараймасăр, куç илмесĕр пăхрĕ вăл ача çине. Çамки çине авăнса аннă кăтра çÿçĕ çакна тепĕр хут çирĕплетет. Ирĕксĕртереххĕн ачана хăй çумне тытса пăчăртарĕ.
Çÿлелле çĕклерĕ. Пит-çăмартинчен чуптурĕ. Çурăмĕнчен лăпкаса юратрĕ. Куççулĕ шăпăртатса тухнăран каялла çĕр çине антарчĕ те урăх пĕр сăмах чĕнмесĕр автомашина ларакан вырăна утрĕ. Малти ларкăч çине вырнаçса ларнă хыççăн мăшăрне малалла кайма ыйтрĕ. Тăван киле, ашшĕ-амăшне курма васкарĕ. Хыçалти ларкăч çинче ларса пыракан Инесса та, руль умне вырнаçнă Гена та çăварĕсене шыв сыпнă тейĕн, пĕр сăмах та чĕнеймерĕç.
Лариса Мускавра пурăнать. Ялтан тухса кайни те тахçанах. Алла аттестат илнĕ хыççăнах тĕп хулара института вĕренме кĕчĕ. Пилĕк çултан экономист пулса тăчĕ. Хăйĕн специальноçĕпех автозавода ĕçе вырнаçрĕ. Халĕ мăшăрĕпе виçĕ пÿлĕмлĕ хăтлă хваттерте. Пурлăхĕ, мулĕ çителĕклĕ. Тăван яла çулсерен çăмăл автомашинăпа килеççĕ. Павликпа курнăçасси 6 çулхи ĕмĕчĕ. Яланах тĕл пулма тÿр килмест. Хальхинче Турă çырнах пулас. Ыталаса илсе юратма та май тупăнчĕ...
Ывăлĕ çĕр çине килнине ашшĕ пĕлмест те. Верăпа Сергей тем вăхăт хушши çÿренине çирĕплетекен те йышлах мар. Çартан таврăннă каччă ача чухнехи юратăвне манайман. Кукамăшсен кассинчи Верăпа малтанах тус-юлташлă пулнă. Чикĕ хуралĕнче чухне çыру çÿретнĕ. Салтак аттине хывсан çеç çÿл тÿпери çăлтăрсене каçсерен пĕрле шутланă. Анчах хĕр вун пĕрмĕш класра çеç вĕ-реннĕ-ха. Ун патне кашни кунах килсе çÿреме те май пулман. Алла аттестат иличчен вĕренмелли темĕн чухлех-çке. Юлташĕн çу-ралнă кунĕнче вара “пичетне” çапма ĕлкĕрнĕ. Ирчченех савнă хĕрĕпе юнашар пулнă. Анчах шăпи ăрасна килсе тухнă. Верăна выпускниксен каçĕ хыççăн тепĕр каччă вăрласа кайнă. Чăваш йăли-йĕркипе туй тунă. Ваттисем çамрăксене пил панă. Сергей çак мăшкăла тÿсеймесĕр хулана çул тытнă.
Эрне хыççăн эрне иртнĕ, çу кĕркуннепе ылмашнă. Çарта пĕрле пулнă кÿршĕ ял ачи Сергея хăйĕн туйне чĕннĕ. Свидетеле лартнă. Хĕр илме кайнă чухне вара автомашина аварине лекнĕ. Çул айккине çаврăнса ÿкнĕ. Алăкран тухса ÿкнĕ Сергей вилмеллех аманнă. Ял халăхĕ ăна хурлăхлăн пытарнă.
Верăн пурнăçĕ те пĕр тикĕс йĕрпе чупман. Савнă тусĕ вилнĕ хыççăн ача çуралнă. Çитменнине тата мăшăрĕ сăнлă та мар. Каснă-лартнă тăван ашшĕ. Веçех ăна кăларса илнĕ. Ялта кун пек сăмах тахçанах çÿренĕ-ха. Витĕмлĕ ĕнентерĕвĕ – ывăлĕ. Уйрăлнă вара мăшăрĕпе.
...Ларисăн тăван шăллĕн ывăлне тепре те тепре çĕклесе илсе ыталас килчĕ. Чун ăшшипе ăшăтас, юратас, çупăрлас, ачашлас терĕ. Тăван ашшĕпе амăшĕн килĕнче те лăпланаймарĕ вăл. Куккăшсем патĕнче хăнара – пушшех те. Павликсен кассинче пурăнакан пĕр класра вĕреннĕ Настя патне шăнкăравласа ячĕ. Сăлтав тупса тăван юн тĕпрен-чĕкне асфальт çине кăларма ыйтрĕ.
Ĕне кĕтĕвĕ анайманччĕ-ха. Алешăпа Павлика Настя выльăхсене хирĕç кайма сĕнсе пăхрĕ. Çÿлти касри Ваççук тетесенчен иртме хушмарĕ. Çул çинче асăрхануллă пулма вĕрентрĕ. Хăй вара Ларисăна пĕчĕк “хăнасем” пырасса систерчĕ.
Уяв сĕтелĕ çинчи чи тутлă çимĕçсене суйларĕ аппăшĕ. Груша, мăйăрлă шăккалат конфечĕ, банан илчĕ. Урама тухсанах Павлика асăрхарĕ. Хăй патне тепĕр хут чĕнчĕ. Пылак çимĕçсемпе сăйларĕ. Тепре килнĕ чухне купăс илсе килсе пама пулчĕ. Ÿссе çитĕнсен вара Мускава пыма чĕнчĕ. Шалтан капланса тухакан вĕри куççуль пит çăмартине йĕпетсен алăран ячĕ, çаврăнса çул урлă каçса хăна пуçтарнă çурта кĕрсе кайрĕ.
Кам пулчĕ çак Аппа; Ăна ăнланаймарĕ Павлик. Мĕншĕн Алешăна пысăк шăккалат сĕнменнине те пĕлеймерĕ. Çавах унăн ырă çын çумĕнчен хăпасах килмерĕ. Иккĕмĕш хут ыталанă чухне ютшăнмарĕ те. Пит тăрăх юхса аннă тумламсем ахаллĕн тухманнин сăлтавне амăшĕнчен ыйтса пĕлме шухăш тытрĕ.
Н. УЛАЕВА.