Ял халăхĕ ытлă-çитлĕ çеç мар, пĕр-пĕринпе килĕштерсе те ăнланса, малашлăхпа пурăнасси вырăнти хăй тытăмлăх мĕнле ĕçлесе пынинчен нумай килет. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура ун пирки “Тухăçлă вырăнти хăй тытăмлăх – малалла ăнăçлă аталанмалли никĕс” тесе хак панă…
“Единая Россия” партин Чăваш регионти уйрăмĕн политика Канашĕн президиумĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта партин резерв кадрĕсен кандидатурисем пирки парти сасăлавне ирттересси пирки ыйтусене тишкернĕ. Резерв кадрĕсен списокĕ “Единая Россия” партин Чăваш Республикинчен РФ Патшалăх Думине депутата суйлама тăратакан кандидатсен регионти списокне хатĕрлемелли тĕп никĕс пулĕ. Парти…
«Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн пухăвĕ Çак кунсенче “Единая Россия” партин вырăнти уйрăмĕн пухăвĕ пулнă. Пухăва вырăнти политканаш членĕсем, партин пуçламăш уйрăмĕсен секретарĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, обществăлла организацисен представителĕсем хутшăннă. Пухăва политканашăн вырăнти секретарĕ Н.Глухов уçнă. Николай…
Сар çу пек шăранакан илемлĕ çу кунĕсем тăчĕç кăçал. Пирĕн енче çумăр пачах та çумарĕ тесен те тĕрĕсех пулас. Кун каç енне сулăннă. Çурт умĕнчи хăйăр купи çинче виçĕ ача выляса лараççĕ. Таньăпа Алешăн пичĕсем хуралнă. Павлик вара – чип-чипер. Халиччен кунашкал курманччĕ-ха ăна. Сăлтавĕ те пур…